The Fruit of the Spirit (CHUVASH: Bible NT)

CHUVASH: Bible NT

Galatians 5:22-23

22 Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,

23 йӑвашлӑх, чараклӑх. Ҫаксене саккун сивлеймест.

Advertisements

The Armor of God (CHUVASH: Bible NT)

CHUVASH: Bible NT

Ephesians 6:10-18

10 Тӑванӑмсем! Тата эпӗ ҫакна каласшӑн: Хуҫа Турӑпа, Унӑн вӑй-хӑвачӗпе тӗрекленӗр.

11 Шуйттанӑн вӑрттӑн каварӗсене хирӗҫ тӑмашкӑн Туррӑн ҫар тумтирне тӑхӑнӑр.

12 Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр.

13 Ҫавӑнпа та, хура кунсем ҫитсессӗн хирӗҫ тӑмашкӑн, парӑнмасӑр йӑлтах тӳссе ирттермешкӗн Туррӑн ҫар тумне-хатӗрне илӗр.

14 Эппин чӑнлӑх пиҫиххине ҫыхса, тӳрӗлӗхӗн тимӗр тумне тӑхӑнса, ҫирӗп тӑрӑр.

15 Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтермешкӗн хатӗр пулни сирӗн урана тӑхӑнмалли пултӑр.

16 Унтан та ытларах, ӗненӗвӗн ум хӳттине тытӑр – унпа эсир шуйттанӑн ухӑ йӗпписене, хӗртнӗскерсене, пурне те сӳнтерме пултаратӑр.

17 Тата ҫӑлӑнӑҫӑн шлемне тӑхӑнӑр. Хӑвӑрпа пӗрле чун-чӗм хӗҫне – Турӑ Сӑмахне – илӗр.

18 Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.

God’s Love (CHUVASH: Bible NT)

CHUVASH: Bible NT

John 3:16

16 Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.

 

The Lord’s Prayer (CHUVASH: Bible NT)

CHUVASH: Bible NT

Matthew 6:9-13

9 Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: „Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр;

10 Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр.

11 Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире.

12 Эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире.

13 Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.

The Beatitudes (CHUVASH: Bible NT)

10 Beatitudes

CHUVASH: Bible NT

Matthew 5:3-12

3 «Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.

4 Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ.

5 Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ, вӗсене ҫӗр тивӗ.

6 Тӳрӗлӗхе выҫӑхса ҫитнӗ пек, ӑш хыпса ҫитнӗ пек шыракансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ.

7 Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ.

8 Таса чунлисем телейлӗ, вӗсем Турра курӗҫ.

9 Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ, вӗсене Турӑ ывӑлӗсем тейӗҫ.

10 Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.

11 Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ.

12 Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».